Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫнелле (раштавӑн 23-мӗшӗнче) Тутарстанри депутатсем Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе ҫыру хатӗрлесе янӑ, унта вӗсем Раҫҫей Федерацийӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцинче ҫитменлӗхсем пуррине палӑртнӑ. «Концепцинчи вырӑс чӗлхин аталанӑвӗ пирки калакан пая хатӗрлесе ҫитернӗ пулин те Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ документра вырӑс мар тӑван чӗлхесене аталантарма тата упрама паракан конституци шанӑҫне тивӗҫтерменни, Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен вӗрентӳ тата культура прависене хӳтӗлеменни пирки палӑртать», — тесе ҫырнӑччӗ. Вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепци ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийен 26-мӗш статьян иккӗмӗш пайӗпе килӗшсе тӑманни пирки палӑртнӑччӗ. Пӗлӗве вырӑсла кӑна илме пултарни конституци шантаракан халӑхсен пӗртанлӑхне пӑсни пирки те ҫырура кӑтартнӑччӗ.
Тутарсем хатӗрленӗ Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе янӑ ҫырӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗнче те пӑхса тухнӑ.
Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫленес умӗн Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ. «Чӑваш орфографийӗн иртни, хальхи, пуласси» ят панӑскерне пӗлтӗр институтра иртнӗ регионсен ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗн материалӗсем пичетленнӗ. Авторсен ушкӑнӗн тӗп пайӗ — ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре вӑй хуракансем.
Аса илтеретпӗр, ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пӗлтӗр ҫак ятпа пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртнӗччӗ. Унта хутшӑнакансем ытларах 1994 ҫ. ҫирӗплетнӗ «Чӑваш чӗлхи орфографийӗн тӗп правилисен» хӑш-пӗр параграфӗсем тавра юлашки ҫулсенче пыракан тавлашури хире-хирӗҫлӗ шухӑшсене сӳтсе явнӑччӗ.
Кӗнекене ҫывӑх вӑхӑтра «СУМ» лавккара туянма май пулӗ.
«Ирӗклӗх» халах пӗрлӗхӗ тӗрлӗ карас операторӗсене хӑйсен пулӑшӑвне чӑвашла та туса пыма ыйтни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халь вара нумай пулмасть «Мегафонран» хурав ҫитнӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма хирӗҫ мар имӗш, анчах... «Ирӗклӗх» ыйтнине туллин пурнӑҫлас тесен укҫи-тенкине чылай пӗтермелли пирки пӗлтернӗ. Кӑҫалхи плана унашкал тӑкаксене кӗртмен тесе хуравланӑ.
Ҫавах та «Мегафон» хуравӗнче вӗсен килес ҫулсенчи укҫа-тенкӗ планне ҫак тӑкаксене кӗртме шухӑшласа пӑхасси пирки пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, «Ирӗклӗх» карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене тӗрлӗ информаци хучӗсене чӑвашла куҫарса, колл-центрта чӑвашла та хуравлама, автоответчиксене чӑвашла та куҫарма ыйтнӑ. Ҫак ҫырупа вӗсем «МТС», «Мегафон», «Билайн» тата «Tele2» операторсем патне тухнӑ. Тепӗр виҫҫӗшӗ хальлӗхе хуравламан-ха.
Тӗменти патшалӑх университечӗ чӑваш чӗлхине вӗрентмелли курс йӗркелесшӗн. Чӗлхене ӑша хывас текенсен укҫа тӳлемелле мар.
Ырӑ пуҫару авторӗ — Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» общество организацийӗн президенчӗн тата Тӗменти патшалӑх университечӗн Тюркологи центрӗн пуҫлӑхӗ Ханиса Алишина.
Алишина чӑваш чӗлхи тутар чӗлхине ҫывӑх, мӗншӗн тесен вӑл алтай чӗлхе ҫемйине кӗрекен тӗрӗк ушкӑнне кӗрет тесе палӑртнӑ май тӗрӗк чӗлхисене ӑслӑлӑх енчен тӗпчессине сарассипе ҫине тӑрать. Тӗмен тӑрӑхӗнче чӑвашсем ытлашши йышлах мар пулин те (пурӗ 30 пине яхӑн) хӑйсен чӗлхине, йӑли-йӗркине, культурине упрассишӗн ҫине тӑраҫҫӗ тесе палӑртнӑ Х. Алишина.
Ку хыпар пирки пӗлтернӗ май «Вслух.ру» интернет-хаҫат ҫакна асӑнать: Тӗмен облаҫӗсӗр пуҫне чӑвашсем Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр, Сарӑту, Пенза облаҫӗсенче тата Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенче те пурӑнаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗн съезчӗ иртнӗ. МИХсем ыйтусене сӳтсе явма 18-мӗш хут пухӑннӑ.
Пӗрлӗх председателӗ Валерий Комиссаров журналистсем юлашки вӑхӑтра регионсемпе ҫыхӑну татнине пӗлтернӗ. Унччен корреспондентсен хушшинче ӑмӑртусем, турнирсем иртнӗ. Ку йӑлана ҫӗнӗрен чӗртме сӗннӗ вӑл.
ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов халӗ журналистсен тӗп тӗллевӗ чӑваш чӗлхине упрасси пулнине каланӑ. Министр ялти хӑш-пӗр ача та чӑвашла калаҫманнине, ҫавӑнпа наци чӗлхипе ҫырнӑ кӗнеке авторӗсемпе тӑтӑшрах паллаштармаллине палӑртнӑ.
Съездра кадрсене хатӗрлес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Ку таранччен ЧПУн журналистика уйрӑмӗнче тӳлевсӗр вырӑн пулман. Михаил Игнатьев тӑрӑшнипе 2016 ҫулта унта тӳлевсӗр 10 вырӑн уйӑрӗҫ. Министр студентсене район хаҫачӗсене практикӑна илӗртмелли пирки, вӗсене ял ҫыннисемпе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси ҫинчен каланӑ.
«Пирӗн пата Шупашкартан Александр Блинов килсе ҫитрӗ», — тесе пӗлтерчӗ нумаях пулмасть халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Мускаври калаҫу клубӗ.
Шупашкар ҫынни ачана хулара ӳстерсе унпа чӑвашла калаҫма пулать тесе пӗр иккӗленмесӗр касса татнӑ. Александр Блиновӑн вырӑс-мӑшӑрӗ ывӑлӗпе Матвейпа вырӑсла, ашшӗ вара ачапа чӑвашла калаҫать-мӗн.
«Шупашкарти Гуманитари инситутӗнче ӗҫлекен Эктор Алос-и-Фонт пирки те сӑмах хускатрӑмӑр. Вӑл Шупашкарта пурӑнса ачисемпе хӑй тӑван чӗлхипе — каталанла калаҫать, мӑшӑрӗ вара — вырӑсла. Ачисем ик чӗлхепе те тап-таса калаҫаҫҫӗ», — тесе пӗлтерет Мускаври калаҫу клубӗ.
Шупашкартан Мускава пынӑ хӑна тӗрлӗ ҫӗршывра пулса, пурӑнса курнӑ май ик чӗлхелӗх политики вӗсенче «норма» шутланнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул саламӗсем чӑвашла марри пирки хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ. Унтан вӑл каллех тепӗр ҫыру шӑрҫалани пирки те каланӑччӗ. Тепрехинче вӑл хулари «коммерци маршручӗсемпе» ҫӳрекен автобуссенче те чарӑнусем ҫинчен пӗлтерекен информаторсенче чарӑнусем ҫинчен вырӑсла кӑна пӗлтернипе килӗшмесӗр ҫырнӑччӗ. «Унсӑр пуҫне хулара халӑх йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсенче «эвакуаци планне» пысӑк информаци хӑмисем ҫинче вырнаҫтарма тытӑннӑ, каллех вырӑсла кӑна», — тесе ҫырнӑччӗ вӑл «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче.
Эвакуаци планӗн чӑвашла пулмалли пирки те «Ирӗклӗх» Шупашкарти тӳре-шара патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Хула администрацийӗн культура управленийӗ асӑрхаттарупа килӗшнӗ, ҫывӑх вӑхӑтра кӑлтӑка пӗтерме шантарнӑ.
Кӗҫнерникун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 34-мӗш сессие пухӑннӑ. Сесси хӗрӳ иртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтернӗччӗ-ха.
Сессире депутатсем пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртесси ҫинчен» ятли те пулнӑ.
Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ. Ун пирки пуҫласа ҫуллах калаҫнӑччӗ. Петр Краснов депутат ертсе пыракан, социаллӑ ыйтусемпе тата наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитет ӑна пуҫласа сӳтсе явнӑ чух саккуна хӑвӑрт йышӑнма май ҫуккине, ӑна тӗплӗн сӳтсе явмаллине палӑртнӑччӗ.
Улшӑнусем пирки каласан, саккунӑн 10-мӗш статйине, сӑмахран, референдум ирттерессипе ҫыхӑннӑ хута епле чӗлхепе ҫырассине ылмаштарнӑ. Маларах вырӑсла ҫырмалли пирки каланӑччӗ. «Кирлӗ пулсан чӑвашла тата ытти халӑх чӗлхипе» шухӑша палӑртнӑччӗ. Халӗ вырӑсла тата чӑвашла ҫырасси тата пичетлесси пирки каланӑ. Кирлӗ пулсан ытти халӑх чӗлхипе пичетлессине асӑннӑ.
Унсӑр пуҫне ытти пысӑках мар хӑш-пӗр улшӑну пур.
Тутарстанра унта пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурине, чӗлхине аталантарма тӑрӑшни сисӗнет. Нумаях пулмасть унта, ав, тӑван чӗлхепе литературӑпа олимпиада ирттернӗ. Тутар чӗлхипе кӑна та мар. Чӑваш, удмурт, ҫармӑс, ирҫе-мӑкшӑ чӗлхисемпе тата литературисемпе йӗркеленӗ ӑна.
Тутарстанри чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхе патне туртӑм пур вӗренекенсене палӑртас, тӗрев парас тӗллевпе ирттернӗ ӑна.
Тутарстан Республикинче пурӑнакан чӑваш ачисем те хӑйсен пултарулӑхне хаваспах тӗрӗслес тенӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхипе литература олимпиадӑна кӑҫал пурӗ 57 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Анчах патне ҫитсен вӗсем пурте хутшӑнайман. Апла пулин те хутшӑннисем ӑсталӑха пур енлӗн кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашский рассказ» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларнӑ.
Кӑларӑмра XIX—XXI ӗмӗрсенчи ҫыравҫисен вырӑсла куҫарнӑ калавӗсем вырӑн тупнӑ. Кӗнекене Борис Чиндыков драматург, писатель, публицист, куҫаруҫӑ пухса хатӗрленӗ.
«Ку антологи чӑваш новеллистикин пуянлӑхне туллин ҫутатакан кӑларӑм тесе каласшӑн мар эпӗ. Кунта эпӗ суйласа илнӗ хайлавсене кӗртнӗ», — тесе калать хӑйӗн ӗҫӗ пирки Борис Чиндыков.
Борис Борисович каланӑ тӑрӑх, ун пек антологи кӑларас шухӑш издательствӑра ҫуралнӑ. Хайлавсене Борис Чиндыков чӑваш тӗнчине, чунне, тавракурӑмне ӑнланса илме пулӑшни тӑрӑх суйланӑ.
Калавсене вӗсене ҫырни тӑрӑх вырнаҫтарни чӑваш калавӗн аталанӑвне кӑтартма пулӑшать.
Кӗнекене Юрий Артемьевпа Атнер Хусанкай (иккӗшӗ те критик та, литературовед та) пысӑка хурса хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |